Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫамрӑксем (Волгин В.)

Калинке шалтлатать. Ак—урам.
Август ҫилӗ вӑш-вӑш ҫулӑхать.
Уҫӑ сывлӑш сиплет кӑкӑра...
Лупас айӗн автан авӑтать.

Ҫулпала эп васкавлӑн пырап...
Укӑлча тӑрса юлчӗ хыҫа.
Машинпа ӗнер ҫапнӑ тырра
Тасатасчӗ часрах алласа.

Ман колхозӑн йӗтемӗ пуян,
Ав, мӗн чухлӗ капан йӗркерен.
«Эсӗ пит те ир тӑнӑ паян,
Мӗн пирки, — тет хурал, — ир ҫӳрен?»

Эп анчах-им, илтен — грузовик,
Кӗр-кӗрлет ав, тухать гаражран.
Ян каять ирхи юррӑн кӗвви,
Ял енчен шурӑмпуҫӗ таран.

«Ҫамрӑксем пит маттур кучухне,
Кунӗн-ҫӗрӗн пӗлмеҫ ҫывӑрма», —
Ват хуралҫӑ чӗртет чӗлӗмне: —
«Комсомол хушать паттӑр пулма»...

Пит паха пуҫару ҫамрӑксен, —
Тытӑнас теҫҫӗ тырӑ леҫме.
Чӑн, хӗрӳ чун чӗрийӗ вӗсен,
Йышлӑн ҫитӗҫ часах йӗтеме.

«Ырӑ ӗҫ, пит аван, тамаша», —
Тутлӑн ӗмрӗ мучи чӗлӗмне.
«Ӗнер ҫапнӑ паха ыраша
Ӑсатасчӗ патшалӑх складне»...

Машинпа ҫитрӗҫ ман тантӑшсем,
Юррипе уй-хире янратса.
Кур, мӗн евӗр маттур ҫамрӑксем!
Хӗрипраҫӗ кӗрнеклӗ, таса...

Айтӑр хӑвӑрт ӗҫе тытӑнар,
Колхозри ман ӗҫчен тантӑшсем.
Хӗрӳ чунлӑн, кашнийӗ вӑр-вар
Ӑмӑртуллӑн ӗҫлер-ха, яшсем!

Ылтӑн ҫумӑр пек юхрӗ ыраш,
Машин витӗр алланчӗ таса.
Хамӑр кӗтнӗ кӗске вӑхӑтра
Кузов ҫийӗн выртать майланса.

Тухӑҫра хир енчен йӑпшӑнса,
Савӑнса хӗрелен хӗрлӗ питлӗн
Кулса ячӗ хӗвел ялкӑшса,
Хамӑра пулӑшма шӑпах ҫитнӗн.

Ак, ҫӗклерӗмӗр хӗрлӗ ялав,
Вара шофер кабинӑна ларчӗ.
Ҫамрӑк йыш ир вӑраннӑ яла
Пархатарлӑ ӗҫпе савӑнтарчӗ.

1952

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:17:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2329 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем